Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актёр ӑсталӑхӗпе режиссура факультечӗ театр пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ паллӑ датӑсене халалласа пӗрмаях ҫавра сӗтелсем йӗркелет. Кун пирки асӑннӑ учрежденире пӗлтереҫҫӗ.
Хальхине, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнине, чӑвашсен профессилле театрне йӗркелесе янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте паллӑ драматургӑн, тӑлмачӑн, актёрӑн, режиссёрӑн РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, СССР Писательсен союзӗн пайташӗн сумлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхне тарӑннӑн тишкернӗ.
Сарту хулинче ака уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Раҫҫейри ҫамрӑксен XXII Дельфы вӑййисем иртӗҫ.
Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Э. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш художество шкулӗнче, Шупашкар муниципалитет округӗнчи Тутаркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти художество училищинче, Чӑваш Республикин культура институчӗпе колледжӗнче вӗренекенсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн преподавателӗсем, ӗҫченӗсем тата студенчӗсем районсемпе хуласенче пултаруллӑ ачасене шыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗрпӳ хулисене, Ҫӗрпӳ районне, Патӑрьеле ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗн коллективӗпе, акӑ, культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тӗл пулнӑ. Пултаруллӑ йыш ачасем валли ятарлӑ музыка программи хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ачасене культура учрежденийӗ, унта епле специальноҫсене алла илме май пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Создание сценического танцевального костюма» кӗнекене пахалама пуҫтарӑннӑ.
Унӑн авторӗ — халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ, Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова.
Пособи сцена ҫине тухмалли ҫипуҫ епле йӗркеленнипе паллаштарать. Кӗнекене культура вӗрентӗвӗн заведенийӗсен преподавателӗсем, хореографи коллективӗсене ертсе пыракансем, студентсем валли тесе хатӗрленӗ.
Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗм халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Халӑх пуянлӑхӗ – чӑваш тӗрринче» ят панӑскере Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх промыслисен ӑсти, институтӑн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева уҫнӑ.
Конференцире докладпа кафедра студенчӗсем, хулари 60-мӗш шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем тухса калаҫнӑ. Экспертсен йышӗнче Николай Балтаев, Зинаида Воронова ӑстасем, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн библиотекарӗ Вера Архипова пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Кукушкины ночи» спектакль премьери пулассине пӗлтерет.
Спектакле Олег Уляшев драматургӑн «Качели» пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пьесӑна чӑвашсен пурнӑҫӗпе ҫывӑхлатнӑ, пирӗн халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе культурин пуян эткерлӗхӗпе усӑ курнӑ.
Спектакле актёр ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ Алексей Болдырев тата режиссер курсӗн студенчӗсем хатӗрленӗ.
Ӗҫе чӳк уйӑхӗн 7, 18 тата 22-мӗшӗсенче Культурӑпа ӳнер институчӗн Вӗренӳ театрӗнче кӑтартӗҫ.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Жизнь и свет Марфы Трубиной» (чӑв. Трубина Мархвин пурнӑҫӗпе ҫути) художествӑпа документлӑ спектакль кӑтартнӑ.
Ӗҫе актёр ӑсталӑхӗпе режиссура кафедри хатӗрленӗ. Спектакль курма институтӑн тата культура колледжӗн студенчӗсемпе ӗҫченӗсем, институтра квалификацие ӳстерекенсем тата хулари шкулсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.
Трубина Мархви РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче черетлӗ сезона уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.
Культура институтӗнче тата колледжӗнче вӗренекенсем ҫавна май сцена ҫине хӑйсен хитре номерӗсемпе тухнӑ. Ҫав шутра — институтпа колледжӑн пӗрлехи хорӗ (ушкӑна Анна Савадерова тата Надежда Максимова ертсе пыраҫҫӗ), «Пикесем» ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Нянина), Валентина Архипова ертсе пыракан «Виктория» студи вокалисчӗсем, Августа Уляндинӑн Халӑх юррин театрне ҫӳрекенсем.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Традиции и современность в национальном музыкальном фольклоре» (чӑв. Наци музыка фольклорӗн йӑли-йӗрки тата хальхи самана) темӑпа республика шайӗнчи семинар иртнӗ. Унта теори пӗлӗвне панипе пӗрлех практика занятийӗсем те пулнӑ. Семинара культурӑпа ӳнер сферин учрежденийӗсенче ӗҫлекен преподавательсене йыхравланӑ.
Чӑваш халӑх артистки, институтӑн доценчӗ Августа Уляндина, сӑмахран, «Халӑх юрри хальхи вӑхӑтра» уҫӑ лекци ирттернӗ. Чӑваш ташӑ культурин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен Чӑваш Енӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нянина каласа кӑтартнӑ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Память сильнее времени» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӗнекене XX ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенчи патшалӑх тата политика ӗҫченне, ВПК (б) Чӑваш обкомӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ, Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ Яков Андреева (1888-1975) халалланӑ.
Кӑларӑм авторӗсем — маларах асӑннӑ аслӑ шкулти гуманитари тата социаллӑ экономика дисциплинисен кафедринче ӗҫлекен аслӑ преподаватель, ӑсчахсен канашӗн секретарӗ, кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Егорова тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Истоки» историпе генеалоги клубӗн пайташӗ, милици подполковникӗ, Афганистанпа Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ Сергей Егоров.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |